Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
28 Августӑн 2019, 09:23

Владимир Путин Радий Хабировпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Тĕл пулура регионти социаллă экономика лару-тăрăвне сÿтсе явнă.

Раççĕй президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанăн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабировпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Тĕл пулура регионти социаллă экономика лару-тăрăвне сÿтсе явнă. Республика ертÿçи патшалăх пуçлăхне регионти промышленнось производствин индексĕ 104,5 процентпа танлашнине, строительство комплексĕ те лайăх шая тухнине (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 9 процента ÿснĕ) каласа панă.

Тĕл пулу вăхăтĕнче демографи ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăнă. Владимир Путина республикăра çĕршывпа танлаштарсан ачасем ытларах вилни пăшăрхантарнă. Вал çакна ытларах тимлеме хушнă.

«Хĕрарăмсене, амăшсене пулăшмалла. Сирĕн республикăра медицина начар мар аталаннă», — тенĕ Путин.

Радий Хабировăн сăмахĕсем тăрăх, Пушкăртстанра экономика пĕр тикĕс ĕçлет, регионта ĕçсĕр çынсен шутне чакарассипе ĕç-хĕл пырать, вăл 4,3 процентпа танлашать.

Хабиров тĕл пулу вăхăтĕнче Владимир Путина Пушкăртстанăн тепĕр виçĕ хулине ТОСЭР (социаллă экономика аталанăвĕпе мала тухнă территори) статусне панишĕн тав тунă. Черетре республикăн тĕп хули, Салаватпа Ишимбай хулисем (унта «Газпромăн» чи пысăк предприятийĕ — «Газпром нефтехим Салават» вырнаçнă) пулнине пĕлтернĕ.

Владимир Путин Салават хулине кĕрешÿпе ăмăртусене çÿренине, унта лайăх дзюдо шкулĕ пулнине тата чапла ăмăртусем ирттернине аса илнĕ.

Хабиров çакна хуравласа республикăра кĕрешÿ лайăх аталаннине тимленĕ. 2021 çулта республикăра çамрăксем хушшинче грекпа рим, ирĕклĕ кĕрешÿ тата хĕрарăмсем хушшинчи кĕрешÿпе тĕнче чемпионачĕ ирттерме Пĕтĕм тĕнчери федерацин ырланĕ решенийĕ пуррине пĕлтернĕ.

Азат Гиззатуллин.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: