Августăн 29-мĕшĕнче сĕт пуçтармалли, ĕçлесе хатĕрлемелли тата сутмалли пункт тăвакан çĕре (кивĕ 1-мĕш вăтам шкул вырăнĕ) çитсе килтĕмĕр. Вырăнти предприниматель Ял хуçалăх министерствин пĕчĕк предпринимательство объекчĕсене субсидилекен программăна хутшăнма кăмăл тунă. Хальлĕхе предприниматель объекта хăйĕн укçи-тенкипе хăпартать. Грант илме конкурса хутшăнма валли документсем пухма пулăшар. Çак проекта 8,2 млн. тенкĕ инвестицисем явăçтарма планлатпăр.