Çутă çул
-2 °С
Ясно
Общество
29 Августа 2019, 04:18

ПУТИН ЧИНОВНИКСЕНЕ ÇЫНСЕМПЕ ЧАС-ЧАСАХ ТĔЛ ПУЛМА СĔННĔ

Раççей президенчĕ Владимир Путин Астрахань облаçĕн губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Игорь Бабушкинпа иртнĕ тĕл пулура регионта пурăнакансемпе куллен çыхăну тытнин, пупленин пĕлтерĕшне аса илтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Бабушкин хăйĕн черечĕпе губернин пĕтĕм районĕсенче пулса курнине, халăхпа калаçнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра чиновникăн сăмахĕсем тăрăх регион администрацийĕ социаллă проектсемпе социаллă пулăшу пама укçа-тенкĕ шыраса тупать, карап тăвас ĕçе аталантарма маршрут карттине ĕçлесе хатĕрлет, пĕлтерет «Интерфакс».

#ВладимирПутин

Читайте нас