Çакăн çинчен вăл Хусанта Раççей сборнăйĕпе тĕл пулнă чухне пĕлтернĕ.
«Пурте спорт, ÿнерçĕ ăмăртăвĕсене хăнăхнă, паллах. Професси ăсталăхĕн сферинчи ăмăртусем çинчен сахал кам пĕлет. Эпе çак юхăм малалла та аталанасса çирĕп шанатăп», — пĕлтернĕ президент сăмахĕсене ТАСС. Кунсăр пуçне, унăн сăмахĕсем тăрăх «çакă пурнăçра кирлĕ пулать тата çĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ».
Хусанти чемпионатри Раççей сборнăйĕн çитĕнĕвĕсем çинчен каланă май Путин Раççей нумай пулмасть кăна WorldSkills юхăма хутшăннине палăртнă.
«Эпир çак ĕçе хутшăннăранпа тата çăк ĕçе пуçăннăранпа çитĕнÿсем палăрмаллах. Малашне çак таппăм сирĕн ĕçтешĕрсемпе пĕр çулхисене куçса пытăр», — тенĕ президент.
Калаçу вĕçленнĕ хыççăн президент Раççей сборнăйĕпе асăнмалăх сăн ÿкнĕ.