Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Августӑн 2019, 12:05

БЮДЖЕТРАН УЙĂРСА ПАРАКАН СУММĂНА ŸСТЕРНĔ

Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна реализацилеме бюджетран уйăрса паракан укçа-тенкĕ суммине ÿстернĕ.

Регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров Пушкăртстан Республикинче вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна (ППМИ) реализацилеме бюджетран уйăрса паракан суммăна 100 млн тенке ÿстересси çинчен указ алă пуснă.


Кăçалхи май уйăхĕнче „Пушкăртстан Республикин муниципаллĕ образованийĕсен совечĕ” ассоциацийĕн VIII съезчĕн делегачĕсем Радий Хабирова ППМИ йĕркипе реализацилекен проектсен шутне ÿстерме ыйтнă.


Обществăлла инфраструктурăна аталантармалли вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ проектсене пĕрле финанслама республика бюджетĕнчен уйăрса паракан субсидине 400 млн тенкĕрен 500 млн тенкĕ таран ÿстерни вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăн конкурс суйлавне 2019 çулта иртмелли чи пĕчĕк шая чакарма май парĕ, республика çыннисем сĕннĕ 141 хушма проекта, çав шутра муниципаллĕ районсен тата ял тăрăхĕсен 104 проектне, хула округĕсен 37 проектне, реализацилеме май парĕ.


Субсидин 500 млн тенкĕ чухлĕ калăпăшĕ çитес планлă тапхăрта та çавăн пек юлĕ.


Шкулсем тата ача сачĕсем, спорт тата ача-пăча площадкисем, çулсем, скверсем тата парксем юсасси – 2019 çулхи вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăн тĕп çул-йĕрĕсем.


Конкурслă суйлава тăратнă 914 заявкăран пурĕ 759 проект çĕнтернĕ.

2019 çулхи проектсене финансланин пĕтĕм калăпăшĕ, вырăнти бюджетсене, халăх тата спонсорсен укçи-тенкине шута илсен, 750 млн тенке яхăн пулнă.

Читайте нас: