Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Августӑн 2019, 12:29

Коллектива хăнăхасси çăмăлах мар

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ — ачашăн стресс. Уйрăмах 1-мĕш классемшĕн. Ача çĕнĕ йыша, шкула хăвăртах хăнăхĕ-ши? Республикăри психиатри больницин медицина психологĕ Елена НИКОЛАЕВА ашшĕ-амăшне сĕнÿ парать.

— Савăнăçлă линейка хыççăн вĕренÿ пуçлананть. Хăшĕ-пĕрин хавхаланăвĕ сÿнет, ирхине ашшĕ-амăшĕпе макăрса сыв пуллашакансем те пур. Çакă ача кăмăл-туйăм енчен çирĕпленменнине пĕлтерет-ши?


— Пĕрремĕш класс ачи шкул пурнăçне 2-3 эрне, çур çул хăнăхма пултарать. Çакăн сăлтавĕ расна: ача пултарулăхĕ, вĕренÿ программи йывăрри… Ашшĕ-амăшĕн ывăлĕ-хĕрне хавхалантармалла. Ахальтен мар шкула каяс умĕн ачасене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ, психологпа тĕл пултараççĕ. Специалистсем ачан сывлăхне, ăс-хакăлне, кăмăл-туйăмне тĕрĕслесе йышăну тăваççĕ.


— «Манăн ача сас паллисене паллать, вулать, ăсра шутлать. Эппин, шкула кайма хатĕр!» — текен те пур. Чăнах та кулянмалли сăлтав çук-и?


— Ача вулама-çырма пĕлни — ăс-хакăл шайĕн кăтартăвĕ мар. Шкула каяканăн çĕннине пĕлес килтĕр. Йĕри-тавра мĕн пулса иртнине сăнама пĕлни, улшăнусене курса танлаштарни, пĕтĕмлетÿ тума пултарни пĕлтерĕшлĕрех. Çак хăнăхусем шкулта çĕнĕ пĕлÿ пухма пулăшаççĕ.


— Ачасен хушшинче пĕр-пĕринчен тăрăхлани, йĕкĕлтешни пулать. Çакна çывăха илекенсен шкула çÿрес кăмăл сÿнет. Ку лару-тăруран мĕнле тухмалла?


— Коллектива хăнăхасси çăмăлах мар. Шкулта килти пек мар. Унта ыттисен шухăшне итлемелле, йышăнмалла. Ача садне çÿренисем тавлашуллă лару-тăруран хăвăртах тухма пĕлеççĕ. Аслисене ывăлĕ-хĕрĕ чĕмсĕрленни, пуç усса ларниех шухăша ямалла. Ашшĕ-амăшĕн ăна мĕн кулянтарнине ыйтса пĕлмелле, лăпкăн, сасă хăпартмасăр калаçмалла. Ачана коллективра мĕнлерех пулмаллине каласа кăтартмалла, ăнлантармалла.


— Эсир ачан хусканăвне, тыткаларăшне сăнаса ăна мĕн кулянтарнине пĕлетĕр. Ашшĕ-амăшне мĕн асăрхаттарса калатăр?


— Çуллахи каникула ахальтен памаççĕ. Ачан вĕренÿ çулĕнчен канмалла, вăй пухмалла. Çулла урамра ытларах чупмалла, сикмелле. Хавшак та сахал хускалакан ача адаптацие йывăррăн чăтса ирттерет. Ача портфеле хăй тĕллĕн пуçтарасшăн-и? Аппалантăрах. Шкул тумне тирпейлĕн çакма вĕрентĕр, сĕтел çинче тасалăх хуçалантăр. Ача ыйтăвĕсене хуравсăр ан хăварăр. Кĕçĕн çултисем ашшĕ-амăшне кулянтарасран шикленеççĕ. Унăн çитĕнне тÿрех асăрхмасан та хавхалантармалăх кирлĕ сăмахсем тупăр. Ачапа пĕрле савăнма вĕренĕр. Вăл сире шанĕ те чунрине пĕлтерĕ. Йывăрлăх çине куç хупмалла мар. Мĕн тумаллине пĕлмесен специалистран канаш ыйтмалла. Эпир сире яланах пулăшма хатĕр.

Читайте нас: