Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Августӑн 2019, 09:18

Путин МАКС-2019 авиаци выставкинче Турци пуçлăхне мороженăйпа сăйланă

Раççей президенчĕ Владимир Путин Турци пуçлăхне Реджеп Тайип Эрдогана МАКС-2019 авиаци выставкинче Раççей мороженăйĕпе сăйланă.

Çакăн çинчен ТАСС пĕлтерет.

Экспозицине пăхса çаврăннă хыççăн икĕ çĕршыв пуçлăхĕ мороженăй сутакан палатка патне пынă. Ют çĕршыв ĕçтешне президент Волгоград мороженăйне илнĕ, хăйĕн валли «Коровка из Кореновки» мороженăй суйласа илнĕ. Владимир Путин пурĕ те 210 тенкĕ тÿленĕ. Сутуçăна пуçлăх пилĕк пинлĕх хут укçа панă, ытла укçана Промышленность тата суту-илÿ министерствин пуçлăхне Денис Мантурова «авиацине аталантарма» пама ыйтнă.

Каярахпа президент ике çĕршыв делегацин членĕсене те мороженăйпа сăйланă.
Читайте нас: