Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Августӑн 2019, 09:25

ПУТИН РЕГИОНТИ ФЕДЕРАЛЛĂ ВЕДОМСТВĂСЕН ĔÇЧЕНĔСЕН ĔÇ УКÇИНЕ ŸСТЕРМЕ СĔННĔ

«Федераллă вĕдомствăсен мĕнпур территори органĕсем тĕлĕшпе ĕç укçине ÿстересси пирки решени йышăнмалла», — тенĕ Путин.

Губернатор тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕпе иртнĕ тĕл пулура Раççей лидерĕ Забайкальери ĕç укçин шайĕпе интересленнĕ. Осипов ĕç укçи вăтамран 35 пин тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Çавăнпа пĕрле Путин влаçсен Федераллă органĕсен территори уйрăмĕсен ĕçченĕсен тупăшне уйрăм тимлеме ыйтнă. «Вĕсен çĕршывĕпе пăхсан тупăш шайĕ пĕчĕк, регион органĕсемпе танлаштарсан ĕç укçи те пĕчĕк», — тенĕ президент.

Осипов çакăн пек проблема пуррине çирĕплетнĕ. «Пирĕн çавна пула ĕçлекенсем çитмеççĕ, — ÿпкелешнĕ вăл. — Ĕç укçин район коэффициенчĕ пур — 1,2. Çакă Совет Союзĕ вăхăтĕнчи планировани йăнăшĕ , ун чухне ăна Забайкалье крайĕнче пĕчĕклетнĕ. Ман шутпа çакă тĕрĕс мар, регионта питĕ сивĕ хĕл, вăрман пушарĕсем те час-часах пулаççĕ.
Читайте нас: