Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Сентябрӗн 2019, 09:36

ПУТИН ÇĔРШЫВĂН ЧИ ПЫСĂК ИНФОРМАЦИ КОМПАНИНЕ 115 ÇУЛ ТУТЛТАРНИПЕ САЛАМЛАНĂ

Патшалăх пуçлăхĕ ИТАР-ТАСС компанин ĕçченĕсемпе ветеранĕсене информагентство 115 çул тултарнă ятпа саламлакан телеграмма янă.

Унта çырнă:

«Эсир легендăллă ТАСС историйĕпе, пултаруллă тата хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсемпе мăнаçланма пултаратăр. Çаксем вĕсем кирек мĕнле условисенче те хăйсен тивĕçне пурнăçлакан, пысăк профессионализм, журналист этикине çирĕп пахăнннин тĕслĕхĕ пулса тăракан, иртнĕ çулсенче çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсен аталанăвне пысăк ĕлĕш хывнă çынсем.

Паян ТАСС тĕнчери чи пысăк информаци компанисенчен пĕри пулса тăрать. Агентствăн хальхи коллективĕ ветерансем пуçарса янă йăла-йĕркесене хисеплесе йышăнать, ĕç-хĕлĕнче ку чухнехи технологисемпе усă курать, интереслĕ тата пултаруллă, социаллă проектсене пурнăçа кĕртет, çĕршывсем хушшинчи ĕçлĕ туслăха аталантарать. Чи пĕлтерĕшли — ТАСС тĕп офисĕн тата унăн Раççейри, чикĕ леш енчи корпунктсен ĕç-хĕлĕн фирмăллă стилĕ тĕрĕслĕх, хăвăртлăх тата информаци материалĕсен объективлăхĕ пулса юлать».

Путин ИТАР-ТАСС коллектива çĕнĕ çитĕнÿсем суннă.

#ВладимирПутин
Читайте нас: