Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Сентябрӗн 2019, 17:23

Тĕнче социаллă усала хирĕç

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче эпир Бесланра террористсен аллинчен вилнисене аса илетпĕр тата пирĕн нумай нациллĕ халăха тĕл пулма тивнĕ террористсен агрессинчен вилнисене пурне те аса илсе пуç таятпăр.

Беслан паянхи кунччен иртнĕ инкек çинчен манаймасть. Кашни çул сентябрĕн 3-мĕшĕнче пĕрремĕш взрыв вăхăтĕнче (13.05) хулан тĕп асăну корпусĕнче пысăк чан çапма пуçлать, унтан 335 шурă сывлăш шар тÿпенелле вĕçсе хăпарать. Шкул умĕнче çуртасем çутаççĕ, вĕсем ирхинеччен çунаççĕ. Тÿссе ирттернĕ ырату тата хурлăх граждансене пĕтĕçтерет, Раççейре тата пĕтĕм тĕнчипе террора хирĕç кĕрешме çĕнĕ вăй-хал парать.

Большевиксен идеологи курăмĕсене хирĕç тăнă йĕркепе тата халăха проблемăн масштабĕ çинчен аса илтерсе Раççей Федераци сентябрĕн 3-мĕшне Терроризма хирĕç кĕрешÿри пĕршухăшлăх кунĕ тесе пĕлтернĕ. Çак кун общество тата патшалăх йĕркеленĕ терактсене хирĕç кĕрешме пĕрлешнине пĕлтерет. Асăну кунĕ ыратупа хуйхăн хура тĕсне пĕркенет.

Паянхи кун Раççей Федерацинче иртнĕ вунăçуллăхсемпе танлаштарсан терактсен шучĕ чакни палăрать. 2010 çултан вĕсен шучĕ 10 хут кемнĕ, анчах терроризм хăрушлăхĕ тăрса юлать. Юлашки темиçе çул хушшинче специалистсем 1000 ытла çынна закона пăсмасса ÿкĕтлеме пултарнă, 70 преступлени тата çавăн чухлех информациллĕ экстремист ресурсĕсене пĕтерме пултарнă.

Терроризма хирĕç кĕрешÿри пĕршухăшлăх кунĕ — çар пулăмĕсенче асап курнă айăпсăр вилнисене тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăйĕн сăваплă тивĕçне пурнăçланисене аса илмелли кун. Çак кун çĕршывăн ялĕсемпе хулисенче йăлана кĕнĕ тăрăх чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Пин çын айăпсăр вĕлернисене аса илме пухăнать.

Виталий СЕРГЕЕВ.

Терроризма хирĕç комиссин секретарĕ, МП тата ГОЧС секторĕн заведующийĕ.
Читайте нас: