Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
2 Сентябрӗн 2019, 09:15

ВЛАДИМИР ПУТИН ШУПАШКАРТА ПУРĂНАКАН ЛЕОНИД ЕГОРОВА САЛАМЛАНĂ

Шупашкарта пурӑнакан, Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнма пилӗк хутчен тивӗҫ пулнӑ ветерана Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 95 ҫулхи юбилейпа саламланӑ.

Унӑн салам открыткине Леонид Егоров патне Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫитернӗ.

Парнепе тата открыткӑпа ветеран патне кайма физкультура енӗпе ӗҫлекен тӗп специалиста Юрий Васильева шаннӑ. Ватӑ ҫынна вӑл юбилей ячӗпе саламласа сывлӑх суннӑ.

Леонид Егоров - подполковник. Вăл Мари Эл Республикинчи Княжна ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. В.В. Куйбышев ячӗллӗ ҫарпа инженери академийӗнче вӗреннӗ. Мирлӗ пурнӑҫра вӑл самолетсене вӗҫсе хӑпармалли полосасем тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ хулара ӗҫленӗ. 1971 ҫулта пенсие кайнӑ.

#ВладимирПутин

Читайте нас: