Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Сентябрӗн 2019, 17:09

Пĕрремĕш шăнкăравсем янăранă

Районти мĕнпур шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшне пĕлтерекен пĕрремĕш шăнкăравсем янăранă.

Пишпÿлек районĕнчи Каминкери вăтам шкулта та Пĕлÿ кунне чысланă уявла линейка ачасене пухнă. Ачасемпе вĕрентекенсене саламлама район администрацин пуçлăхĕ Наиль Гатауллин килсе çитнĕ. Хăйĕн салам сăмахĕнче вăл вĕренекенсене лайăх вĕренме, вĕрентекенсене профессинче çитĕнÿсем тума суннă.

Уявла линейка хыççăн çитес çул Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине уявлассине чысланă пĕрремĕш урок иртнĕ. Наиль Гатауллин вĕрентекен пулса аслă классенче вĕренекенсене Çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ çинчен, пишпÿлексем Çĕнтерĕве хывнă ĕлĕш çинчен каласа панă тата ачасене çитес ăрусен чĕрисенче иртнĕ çулсен пулăмĕсем çинчен историллĕ астăвăм юлтăр тесе тăрăшма йыхравланă.
Читайте нас: