Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Сентябрӗн 2019, 09:36

ПРЕЗИДЕНТ ПИЛЛĔКМĔШ ТУХĂÇ ЭКОНОМИКА ФОРУМНЕ ХУТШĂНАТЬ

Кремлĕн официаллă сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, форума чĕннисен шутĕнче — чикĕ леш енчи патшалăхсемпе правительствăсен пуçлăхĕсем, пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри пысăк компанисен ертÿçисем, ертсе пыракан политиксемпе экспертсем.

Форум «Инçет Тухăç — аталану горизончĕсем» девизпа иртет, тăватă темăна сÿтсе явма планланă: «Экономика ÿсĕмне аталантармалли çĕнĕ решенисем», «Бизнес валли условисем йĕркелесе», «Инçет Тухăç тата АТР: пĕрле ĕçлемелли майсене аталантарни», «Пурнăç пахалăхне лайăхлатма валли çĕнĕ решенисем».

Регионти суту-илÿ тата инвестици, энергетика тата çĕнĕлĕхсем, вĕрентÿ тата сывлăх сыхлав ыйтăвĕсене анлă сÿтсе явĕç тата хăйсен шухăшĕсене пĕлтерĕç. Тухăç экономика форумĕн программи АТЭС пĕтĕм тĕнчери конференцине ирттерме, Раççĕй — Инди, Раççей — Китай, Раççĕй — Корея республики, Раççей — Япони, Раççей — АСЕАН тата Раççей — Европа çĕршывсем хушшинчи калаçусем ирттерме тата ытти мероприятисем планланă.

#ВладимирПутин


Читайте нас: