Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
3 Сентябрӗн 2019, 13:55

ПРИЮТОВĂРА 13 МЛН. ТЕНКĔЛĔХ 13 ÇУРТĂН КИЛ КАРТИНЕ ТИРПЕЙ-ИЛЕМ КĔРТĔÇ

Приютово паççулкинче «Пушкăрт кил картийĕсем» программăпа нумай хваттерлĕ 13 çуртăн кил картине тирпейлĕç. Çак проект валли 13 млн. тенкĕ уйăрнă.

Çавăн пекех Приютовăра «Хăтлă хула тавралăхне йĕркелесси» Федераллă проект йĕркипе Мухтав паркне ретлеççĕ. Кĕмелли вырăна, асăну комплексне, çуран çÿремелли çулсене асфальт сарма, симĕслетме, çутатма, пушкăсемпе асăну палăкĕсен никĕсĕсем валли 6,7 млн. тенкĕ тăкаклĕç.

Наци проекчĕн укçи-тенкипе Пелепей районĕнче виçĕ парк, икĕ сквер, ике ача-пăча хулине тата сывлăх сукмакне тирпей-илем кÿртĕç.

«Пушкăрт кил картийĕсем» кил картисене тирпейлеме тĕлленĕ программа кăçал районти ултă кил картине тата нумай хваттерлĕ 30 çурта çавăрса илет. Районта подъездсене юсамалли республика программи тăрăх 42 нумай хваттерлĕ çуртра 127 подъездра юсав ĕçĕсем пыраççĕ, тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: