Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
3 Сентябрӗн 2019, 09:11

ЯЛТИ ВĔРЕНТЕКЕНСЕНЕ ПАРĂНАКАН ТŸЛЕВЕ 55 ÇУЛА ÇИТИЧЧЕНХИ УЧИТЕЛЬСЕМ ÇЕÇ ТИВĔÇĔÇ

«Ял учителĕ» программа шайĕнче ялти вĕрентекенсене парăнакан федераллă тÿлеве 55 çулчченхи учительсем çеç тивĕçме пултарĕç.

Программăн условийĕсене РФ Çут ĕç министервин официаллă ăнлантару çырăвĕнче туллин уçса панă.

Ведомствăн «Ял учителĕ» программа ача сачĕсенчи воспитательсемпе ытти педагогика ĕçченĕсене (вĕрентекенсемсĕр пуçне) пырса тивменнине те палăртнă.

«Учитель» хăй тĕллĕн ĕçлекен должность шутланать. Çавăнпа ытти педагогика ĕçченĕсем çак программăна хутшăнма пултараймаççĕ» тенĕ çырура. Унсăр пуçне педагогика ĕçченĕсен списокне те хатĕрленĕ. Унта‚ вĕрентекенсемсĕр пуçне‚ воспитательсем‚ трудпа физкультура инструкторĕсем‚ концертмейстерсем‚ логопедпа методистсем‚ музыка ертÿçисем‚ хушма вĕрентÿ вĕрентекенĕсем‚ педагог-библиотекарьсем‚ педагог-психологсем тата социаллă педагогсемпе тренер-преподавательсем кĕреççĕ.

2019 çулхи февраль уйăхĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă çырура ялсемпе пĕчĕк хуласене ĕçлеме килекен педагогсем валли «Ял учителĕ» программа хута яма сĕннĕ. Кунта ялсемпе рабочи поселоксем, хула евĕр поселоксем тата пĕчĕк хуласем (вĕсенче пурăнакансен шучĕ 50 пинтен ытла пулмалла мар) пирки сăмах пырать. Программăна декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе пĕтермелле. 2020 çултан ăна пурнăçа кĕртĕç.

#ВладимирПутин

Читайте нас: