Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
4 Сентябрӗн 2019, 09:40

ĔПХŸРЕ НАЦИ ТАТА ОЛИМПИАДА СПОРЧĔН ТĔСĔСЕНЕ КĔМЕН ФЕСТИВАЛЬ ИРТĔ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пиллĕкмĕш спорт уявне Ĕпхÿре йĕркелеме палăртнă.

Республикăна сентябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен наци тата олимпиада спорчĕн тĕсĕсене кĕмен фестивале 23 регионтан 500 ытла çын килсе çитĕ. Малтанхи тăватă уява Ульяновск облаçĕнче (2014, 2015çç.) тата Коми Республикинче (2016‚ 2018 çç.) йĕркелени паллă.

Регионти Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ фестиваль программине акробатикăллă рок-н-ролл‚ армрестлинг‚ бильярд‚ пиçĕххипе кĕрешни‚ тĕрлĕ стильлĕ каратэ‚ кире спорчĕ‚ корэш‚ лапта‚ масрестлинг‚ самбо‚ ташă спорчĕ‚ тхэквондо‚ тупăпа хоккей вылясси‚ шашкă тата ыт.те кĕреççĕ.

Фестиваль сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿри Спорта хатĕрлекен центрта уçăлĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хулари тăватă лапамра йĕркелеме палăртаççĕ: «Олимп» бильярд вылямалли клуб‚ «Приозерный» физкультурăпа сывлăх сиплев комплексĕ‚ «Салават Юлаев» Спорт керменĕ тата Спорта хатĕрлекен центр.

#ВладимирПутин

Читайте нас: