Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Сентябрӗн 2019, 09:38

ПУТИН МАЛТАНХИ МЕДИЦИНА ПУЛĂШĂВĔ ПАРАКАНСЕНЕ ХУШМА ТŸЛЕВ ÇИРĔПЛЕТМЕ ХУШНĂ

Владимир Путин правительствăна малтанхи пулăшу паракан медицина ĕçченĕсен кашни уйăхри хушма тÿлевĕсем çинчен сĕнÿсем хатĕрлеме сĕннĕ.

Çавăн пекех президент Инçет Çурçĕрти, Арктика зонинчи ялсенче, рабочи паççулккисенче, хула йышши паççулккасенче, çавăн пекех транспорт çитме пултарайман аякри территорисенче ĕçлекен медицина ĕçченĕсен пĕр хут тÿлекен компенсацин хушма коэффициентне палăртма ыйтнă.

Кунсăр пуçне, декабрĕн 1-мĕшĕччен Путин правительствăна сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенори медицина организацийĕсемшĕн организацин пурлăх налукне тата çĕр налукне тÿлессинчен хăтарнă шутпа налук тиевне пĕчĕклетмелли сĕнÿсем тăратма хушнă.

Октябрĕн 1-мĕшĕччен правительство медицина ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлемелли отрасль системине лайăхлатассипе сĕнÿсем тăратмалла.

Правительство сывлăх сыхлав системинче медицина ĕçченĕсене хушма тÿлевсем палăртмалли пĕрлехи правилăсем пирки сĕнÿсем хатĕрлет. Докладра медицина ĕçченĕсем, çав шутра сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенори медицина ĕçченĕсем икĕ ĕçре ĕçлеме пултарнин шайне пĕлтерĕç.

Хушусене пурнăçланишĕн Дмитрий Медведев премьер-министр яваплă.
Читайте нас: