Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Сентябрӗн 2019, 09:14

Путин тата Инди премьерĕ Моди «Звезда» карап тăвакан предприятине килнĕ

Раççей президенчĕ Владимир Путин тата Инди премьер-министрĕ Нарендра Моди Приморьери Большой Камень хулара вырнаçнă «Звезда» карап тăвакан предприятине килсе çитнĕ.

Инди премьерĕ çак кунсенче Русский утрав çинчи Владивосток хулинчи Инçет Тухăç федераллă университет никĕсĕпе иртекен Тухăç экономика форумне хăна шучĕпе хутшăнать.

Маларах Путин Модипе Русский утрав çинчи причалта тĕл пулнă, алă тытса пĕр-пĕрне ăшшăн саламланă, унтан «Ураган» катерпа судоверьф еннелле çул тытна.

Сентябрĕн 4-6-мĕшĕсенче Владивостокра Пиллĕкмĕш Тухăç экономика форумĕ иртет. «Раççей паян» МИА экономика форумĕн генераллă информаци ĕçтешĕ пулса тăрать.

#ВладимирПутин



Читайте нас: