Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Сентябрӗн 2019, 14:50

УФАРИ «ТОРАТАУ» КОНГРЕСС-ХОЛТА «МАНĂН БИЗНЕС» ЦЕНТР УÇĂЛНĂ

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче «Торатау» Конгресс-холта «Манăн бизнес» центр уçăлнă. Клиент офисĕн ĕçĕпе республика ертÿçи Радий Хабиров паллашнă.

ПР Патшалăх комитечĕн предпринимательство тата туризм тĕлĕшпе ĕçлекен председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Римма Бойцован сăмахĕсем тăрăх, «пĕр чÿрече» принциппа йĕркеленĕ «Манăн бизнес» центрта аталану институчĕн, пĕчĕк бизнеса пулăшу паракан тĕп уйрăмсем, финанс институчĕсем, предпринимательство обществăлла организацисен представителĕсем вырнаçнă.

Кунтах проект офисĕ ĕçлет. Малашне предприниматель пĕр вырăнтах объекта тума, хута кĕртме, сетьсем çумне çыхăнтарма ирĕк паракан хутсем илме пултарать.

Центра килнĕ кашни çын патшалăх пулăшăвĕн ыйтăвĕсем тăрăх, финанс планировани, маркетинг, информаци, юридика ыйтăвĕсем тăрăх консультаци илме, персонал суйласа илме, вĕренме пултарать.

Аса илтеретпĕр, май уйăхĕнче çакна евĕр «Книжка» бизнес-центр уçăлнă.

— Çак центрсем — икĕ пысăк инфраструктура объекчĕсем, вĕсем предприниматель пуçарăвĕсене хушма пулăшу памалла, çак ĕç-хĕл çул-йĕре хускатса ямалла, — тенĕ Радий Хабиров. — Эпир бизнеса, инфрастурктура проекчĕсене, индустриаллă парксене пулăшу пама бюджетра темиçе хут нумайрах укçа хывса хаварма планлатпăр. Çавăнпа та çакăн пек ÿсĕм точкисене ытти пысăк хуласенче те уçасси пирки шухăшламалла.

Республика Пуçлăхĕн Администрацин ертÿçи Александр Сидякин çакăн пек центрсем Сибайра, Октябрьскинче, Салаватра уçма планланине пĕлтернĕ.

«Манăн бизнес» центрăн пĕрремĕш кунĕнче «Торатау» Конгресс-холта республика предприниматель форумĕ иртнĕ. Бизнес пĕрлешĕвĕсемсĕр пуçне унта муниципалитетсен представителĕсем хутшăннă. Вĕсен шутĕнче нумай пулмасть çирĕплетнĕ хуласемпе районсен пуçлăхĕсен предпринимательство тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕсем («бизнес-шерифсем»).

Радий Хабиров мĕнпур хуласемпе районсенче «бизнес-шерифсене» çирĕплетсе пĕтернĕ хыççăн вĕсемпе тĕл пулассине пĕлтернĕ. Тĕл пулура вĕсен ĕç-хĕлĕн эффективлăхне хаклакан кăтартусене пĕлтерĕç.

— Эсир хăвăрăн задачăра пĕлетĕр — бизнеса аталантармалла. Эсир хăвăр районти предпринимательсемшĕн аттепе анне пулса тăмалла, кашни лару-тăрура вĕсен интересĕсене хÿтĕлемелле, — тенĕ Радий Хабиров.

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн пресс-служби.
Читайте нас: