Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Сентябрӗн 2019, 09:11

ВЛАДИМИР ПУТИН ИРКУТСК ТĂРĂХĔНЧЕ ВИÇÇĔМĔШ ХУТ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин юлашки икĕ уйăх хушшинче виççĕмĕш хут Иркутск облаçĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă.

Июнь-июль уйăхĕсенче регион икĕ хутччен шыв айне пулнине пурте пĕлеççĕ.

Çĕршыв пуçлăхĕ Тулун хулинче чарăннă. Çак хула ыттисемпе танлаштарсан‚ ейÿ вăхăтĕнче пысăк сиен курнă. В.Путин шыв айне пулнă вырăнсенче паянхи кун строительство ĕçĕсем мĕнле пынине тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕ Владимир Путин 6№ вăтам шкула та çитсе курнă. Вăл та хăй вăхăтĕнче шыв айне пулнă. Çапах ăна çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне юсаса ĕлкĕрнĕ.

Унтан президент инкек курнă çынсемпе‚ ейÿ вăхăтĕнче вырăнти халăха пулăшу паракансемпе курса калаçнă май канашлу ирттернĕ. Канашлу вăхăтĕнче ейĕве пула инкеке лекнĕ çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли ыйтăва сÿтсе явнă.

Иркутск облаçĕнче çут çанталăк стихийине пула 11 пин пурăнмалли çурт шыв айне пулнă. Вĕсенчен 1393-шĕ пĕтĕмпех ишĕлнĕ. Тата 4100 ытла çурт юрăхсăра тухнă‚ вĕсене сÿтсе пăрахăçлама хатĕрленеççĕ. 3846 çурта вара юсама палăртаççĕ.

#ВладимирПутин

Читайте нас: