Хальхинче ăна Монголи Президенчĕ Халтмагийн Баттулги совет тата монгол çарĕсем Халгин-Гол çинчи çапăçусенче çĕнтернине 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисене хутшăнма сума суса чĕннĕ. Официаллă тĕлпулу вăхăтĕнче патшалăх пуçлăхĕсем паянхи лару-тăрăва тата Раççейпе Монголи хушшинчи малашнехи туслă çыхăнăвăн аталанăвне пăхса тухнă. Унсăр пуçне Владимир Путинпа Халтмагийн Баттулги икĕ патшалăх‚ Правительствăсен тата ведомствăсен хушшинчи документсен пакетне алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕсен шутне çĕршывсем хушшинчи Туслă çыхăну тата Стратегиллĕ ĕçтеш (партнерство) договорĕ те кĕнĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕ Монголин премьер-министрĕпе Ухнагийн Хурэлсухомпа тĕл пулса калаçнă.