Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
6 Сентябрӗн 2019, 17:44

Уфара «Кашкадан» паркра уйрăм компани океанариум тума планлать

«Водный мир» Уфари компани хула администрацин «Инвестсехетĕнче» Сипайлово микрорайонта «Кашкадан» паркра тума планланă океанариум проектне тăратнă.

Океанариум тăватă хутлă киленÿ комплексĕ евĕр пулать, унта 700 вырăнлă дельфинари, тăварсăр шывра пурăнакан пулăсене янă аквариум зонисем, тропик ботаника сачĕ пулĕ. Çавăн пекех крокодилсене, тимĕр шапасене, питонсемпе анакондăсене усрамалли террариумсемпе вольерсем вырнаçтарма шутлаççĕ.

Инвестор проекта 700 млн. тенке яхăн хывма, 90 ĕç вырăнĕ йĕркелеме планлать. Ăна 2020 çулта пурнăçа кĕртме тытăнĕç.

Хула администрацийĕ проекта ырланă, инвестора кирлĕ пулăшу пама хатĕр, пĕлтернĕ мэрин пресс-службинче.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: