Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
6 Сентябрӗн 2019, 09:28

ВЛАДИМИР ПУТИН ДЗЮДО КĔРЕШĔВĔН ПĔТĔМ ТĔНЧЕ ТУРНИРНЕ ÇИТСЕ КУРНĂ

Владимир Путин, Япони премьер-министрĕ Синдзо Абэ, Монголи президенчĕ Халтмагийн Баттулга тата Инди премьер-министрĕ Нарендра Моди 18 çула çитичченхи çамрăксемпе хĕрсен дзюдо кĕрешĕвĕн Дзигоро Кано ячĕллĕ пĕтĕм тĕнче турнирне килсе курнă.

Ăмăртусем вĕçленнĕ хыçсăн патшалăх пуçлăхĕ çĕнтерÿçĕсене наградăланă уявла церемонине хутшăннă, турнира хутшăннисене пурне те саламланă тата спортсменсене пурнăçра тата спортра пысăк çитĕнÿсем тума суннă.

Туринир 2017 çултан Тухăç экономика форумĕн спорт программи йĕркипе Владимир Путин тата Синдзо Абэ асăрхаса пынипе иртет. «Фетисов-арена» нумай функциллĕ концертпа спорт комплексĕнче иртекен ăмăртусене Раççей, Япони, Монголи, Китай тата Корея республика спортсменĕсем хутшăнаççĕ.

Владимир Путин, Синдзо Абэ, Халтмагийн Баттулга тата Нарендра Моди ăмăртусене Русский утрав çинчи Тухăç экономика форумĕн ĕçне хутшăннă хыççăн килсе çитнĕ.

Читайте нас: