- Хальхинче суйлав йĕркине пăснине тупса палăртман, ыйтусене вырăнтах татса параççĕ. Паян республикăра пирвайхи хут 37 пин ытла çамрăк суйлавçă сасăлать‚ – тенĕ Марина Долматова. – 12 сехет тĕлне Ĕпхÿре 18‚09% (вăтамран илсен хуласенче – 18‚46%)‚ республикăри ялсенче 30‚99% суйлавçă сасăланă. Пĕтĕмĕшле списока 3 млн та 44 пин те 232 суйлавçа кĕртнĕ. Вĕсенчен 12 сехет тĕлне 736 пин çын сасăланă.