Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
8 Сентябрӗн 2019, 13:06

ПАЯН РЕСПУБЛИКĂШĂН ПĔЛТЕРĔШЛĔ КУН

ПР Патшалăх Пухăвĕн Председателĕ Константин Толкачев хăйĕн мăшăрĕпе Ĕпхÿри 109-мĕш суйлав участокĕнче сасăланă. Вăл «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче вырнаçнă.

- Паян эпир Пушкăртстан Пуçлăхне суйланипе пĕрле тĕрлĕ шайри депутатсемшĕн те сасăлатпăр. Камшăн сасăласси суйлавçă кăмăлĕнчен килет. Тĕп тĕллев - суйлава саккунпа килĕшÿллĕн, çирĕплетнĕ йĕркене пăсмасăр ирттересси,- тенĕ Константин Борисович журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май.

Çавăн пекех вăл паян уяв тата пĕлтерĕшлĕ кун пулнине палăртнă. Патшалăх Пухăвĕн ертÿçи суйлав участокĕсен ĕçне икĕ сехете тăсни вырăнлă та тĕрĕс утăм тесе шутлать. Ку вăл тÿрре кăларакан пулăм пулнине систернĕ. Çакă производствăра, уй-хирте вырма кампанинче ĕçлекенсене сасăлава хутшăнма ункайлă майсем туса парать.

"Башинформ"
Читайте нас: