Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Сентябрӗн 2019, 09:06

ПУШКĂРТСТАНРА 3434 СУЙЛАВ УЧАСТОКĔ ĔÇЛЕ ПУÇЛАНĂ

Суйлав кунĕ ирхине 7 сехетре Пушкăртстанра 3434 суйлав участокĕ уçăлнă. Вĕсенче 37-шĕ çынсем вăхăтлăха пулакан вырăнсенче. Пурĕ суйлава 3 млн та 49 пин те 571 çын хутшăнмалла. Унсăр пуçне Мускав хулинчи 181 суйлавçă цифрăллă суйлав участокĕ урлă хăйсен сассине вăл е ку кандитатшăн парĕç.

Паян Пушкăртстанра пурăнакансем республика Пуçлăхне суйлаççĕ. Çак вырăна çĕнсе илессишĕн 8 кандидат кĕрешеççĕ: Радий Хабиров – «Пĕрлехлĕ Раççĕй» партинчен, Юрий Игнатьев – «Справедливая Россияран», Зульфия Гайсина – «Яблокоран», Иван Сухарев – ЛДПРтан, Юнир Кутлугужин – КПРФран, Владимир Кобзев – «Раççейри пенсионерсен социллă тĕрĕслĕхĕшĕн партинчен», Владимир Барабаш – «Граждăнла вăйран», Рафис Кадыров – «Раççей патриотĕнчен».
Читайте нас: