Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Сентябрӗн 2019, 09:35

115 ФЕРМЕР «АГРОСТАРТАП» ГРАНТНЕ ТИВĔÇНĔ

Республикăра «Агростартап» гранта тивĕçекенсен конкурсĕ вĕçленнĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ 115 фермер‚ чи пысăк баллсем пухнисем‚ 4 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçĕ.

Пелепейри информаципе консультаци центрĕн ертÿçи Евгений Большаков пĕлтернĕ тăрăх‚ çĕнтерÿçĕсен шутĕнче Пелепей районĕн икĕ представителĕ – Знаменкăпа Донской ял Канашĕсен хутлăхĕсенчен Ильшат Нигматзяновпа Елена Хуснутдинова - пулнă. Пĕрремĕшĕ «Кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси»‚ иккĕмĕшĕ вара «Сĕт-çу паракан выльăх» проекчĕсене ăнăçлă хÿтĕленĕ. Нигматзянов хуçалăхĕ грант укçи-тенкипе инкубаци ĕçне йĕркелеме çĕнĕ оборудованисем‚ хĕрарăм фермер симменталлă ăратлă ĕнесем тата выльăх апачĕ хатĕрлекен техника туянма хатĕрленеççĕ.

Грантсене регионти ял хуçалăх кооперацисене аталантарма тата фермерсене пулăшу паракан проектпа усă курса уйăрса парĕç. Республикăра çак программа «Пĕчĕк‚ вăтам предпринимательство тата пайăр предпринимательсен пуçарулăхне пулăшу» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе пуçарса янă.

ПР ял хуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ «Агростартап» конкурса хутшăнма пурĕ 289 çын кăмăл тунă. Анчах конкурс пуçланиччен тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр пайĕ хутшăнма хирĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле вара 250 çын заявкине пăхса тухнă. Вĕсенчен 115 çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

#национальныепроекты

#нацпроект

#нацпроектыБашкортостан

Читайте нас: