“Сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш звенинче тата васкавлă пулăшу сферинче тăрăшакан медицина ĕçченĕсене памалли социаллă пулăшусен виçисене палăртмалла. Вĕсене харпăрлăх правине куçакан служба хваттерĕсемпе тивĕçтермелле. Анчах медицина ĕçченĕ пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвне паракан организацисенче 10 çулччен тăрăшмалла» тенĕ Кремль сайтĕнче пичетленнĕ президент хушăвĕнче.
Çавăн пекех патшалăх пуçлăхĕ пурăнма вырăн пулман медицина ĕçченĕсене‚ ыттисенчен маларах‚ служба хваттерĕсемпе тата çурт-йĕр хăпартма çĕр лаптăкĕсем пама сĕннĕ. Унсăр пуçне вĕсем çăмăллăхсемпе усă курса паракан ипотека кредичĕсемпе усă курма пултарĕç‚ ачисене ача сачĕсемпе шкулсене вырнаçтарма та май пулĕ.