Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
9 Сентябрӗн 2019, 00:00

РАДИЙ ХАБИРОВ: ПАЯН ПУШКĂРТСТАНШĂН ЯВАПЛĂ КУН

Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров Ĕпхÿри 109№ суйлав участокне мăшăрĕпе килнĕ. Суйлав бюллетенĕсене илнĕ хыççăн мăшăр сасăламалли кабинăна кĕнĕ. Унтан вĕсем хăйсен бюллетенĕсене урнăна янă.- Паян Пушкăртстаншăн яваплă кун. Эпир суйлав кампанине йĕркелессипе пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр.

Регионта пурăнакансем‚ Республика Пуçлăхĕн суйлавĕсĕр пуçне‚ вырăнти канашсене 7 пин ытла депутат суйлаççĕ. Пирĕн тĕллев – суйлав кампанине çутă та саккуна пăхăнса йĕркелесси. Ман шутпа‚ эпир тĕллеве пурнăçлăрăмăр. Суйлавăн пĕтĕмлетĕвĕсене паян çĕрле пĕлĕпĕр‚ – тенĕ Радий Хабиров.

Республика ертÿçи‚ суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене кĕтнĕ май‚ вăл хăй пăлханни çинчен те пĕлтернĕ.

- Халăх шухăшĕпе шÿтлеме юраманни тата яваплă пулмалли çинчен эпĕ пĕррехинче каланăччĕ. Анализ тунă тăрăх‚ сасăлакансен йышĕ ÿсет‚ çынсен кăмăлĕ савăнăçлă‚ – тенĕ ПР Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидат.

"Башинформ".
Читайте нас: