Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Сентябрӗн 2019, 09:34

Владимир Путин Таджикистан Президентне Эмомали Рахмона Республикăн никамапăхăнманлăх кунĕпе салам телеграмми янă

Владимир Путин Таджикистан Республикин Президентне Эмомали Рахмона наци уявпе — Республикăн никамапăхăнманлăх кунĕ ячĕпе салам телеграмми янă. Раççей Патшалăхĕн Пуçлăхĕ Таджикистан экономика тата социаллă аталану çулĕпе ăнăçлă пынипе пысăка хурса хакланă тата регион, пĕтĕм тĕнче ĕçĕсенче йышăнакан конструктивлă вырăнне палăртнă.

Владимир Путин Раççей тата Таджикистан хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăвăн пысăк шайне, икĕ патшалăх пĕр-пĕринпе илсе пыракан политика енчен калаçу тарăнлăхне йĕркеленине, тĕрлĕрен сферăсенче пĕр-пĕриншĕн тупăшлă ĕçленине, СНГ, ОДКБ, ШОС, ООН тата ОБСЕ йĕркипе вăйсене тĕрĕс координацилени усă кÿнине палăртса хăварнă. Икĕ çĕршыв халахĕн интересĕсене пăхăнса малашне те ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ.

#Владимир Путин
Читайте нас: