4-мĕш кварталта экспорт калăпăшĕ пуринчен ытларах пулмалла. Федераллĕ таможня службин даннăйĕсем тăрăх малтанхи 6 уйăхра калăпăш 39,6 млн доллар пулнă. Предприятисен кăтартăвĕсем тăрăх — 69,9 млн доллар. Çу таварĕсем пĕтĕмĕшле экспорт калăпăшĕн çуррине яхăн йышăнать. Иккĕмĕш вырăнта тырă — 27,5 %. Малалла апат-çимĕç тата ĕçлесе хатĕрлекен промышленность (5,5 %), аш-какай тата сĕт промышленность (2,9 %) таварĕсем пыраççĕ. Республикипе агропромышленность комплексĕн сферинче экспортпа ĕçлекен 7 инвестпроект пур.