Раççей Президенчĕ 425-мĕш Указа сентябрĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă. Крым тăрăх ĕçлекен Раççей Следстви Комитечĕн Тĕп следстви управленийĕн ертÿçисене юстицин генерал-лейтенантне Михаил Назарова тата Дагестан тарăх ĕçлекен Раççей Следстви Комитечĕн Тĕп следстви управленийĕн ертÿçисене юстицин генерал-лейтенантне Сергей Дубровина ĕçрен хăтарнă. Дагестанри Следстви Управленийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместительне Тугай Тугаева ĕçрен кăларнă.
Çавăнпа пĕрлех Мускав прокурорĕн постне юстицин Патшалăх советникĕ Денис Попов йышăннă, юстицин аслă советникĕ Алексей Ежов ăна Дагестанри надзор ведомствин пуçлăхĕн вырăнĕнче улăштарнă. Карачай-Черкес Республикинчи Раççей Следстви Комитечĕн Тĕп следстви управленине юстици полковникĕ Николай Щепкин ертсе пыма пуçлать. Крым МВД пуçлăхĕ полицин герерал-майорĕ Павел Каранда пулса тăнă, Мускав тăрăх ĕçлекен МВД наркотик çаврăнăшне контроллекен управленине полицин генерал-майорĕ Андрей Янишевский ертсе пырать.