Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Сентябрӗн 2019, 16:23

Радий Хабиров: «ЧИ МАЛТАНХИ УКАЗСЕНЧЕН ПĔРИ – РЕСПУБЛИКĂНА АТАЛАНТАРАССИ ПУЛĔ»

Республика ертÿçине суйлас ĕç вĕçленчĕ. ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров ытти кандидатсене çĕнтерсе мала тухасси пирки никам та иккĕленмен пулĕ. Республикăри Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, уншăн миллион çурă ытла çын сасăланă – участока килнисен 82%.

Раççейри виçĕ рекорд

Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суйлав участокне 72% суйлавçă (икĕ миллион ытла çын) килнĕ. 16 регион хушшинче (вĕсен пуçлăхĕсене суйлассипе) çакă чи пысăк хисеп. Халăх суйлава чи нумай хутшăннă хуласен шутĕнче Сибай – 73,64% тата Кумертау – 70,94%. Районсем хушшинче – Татăшлă (94,53% суйлавçă), Салават (91%), Караидель (87,87%).

- Эпир суйлавçăсем йышлă килессе шанса тăтăмăр. Çапла пултăр тесе сахал мар вăй-хал хутăмăр. Кашни муниципалитетра суйлавçăсене участоксене явăçтарас тĕлĕшпе тĕрлĕ акцисем ирттерчĕç. Суйлавçăсем мĕн чухлĕ нумайрах, суйлав та çавăн чухлĕ шанчăклăрах. Хăш-пĕр районсенче кăнтăрла тĕлнех 50% халăх пуçтарăннăччĕ, - пĕлтернĕ республика пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Александр Сидякин.

Суйлав йĕркене пăсмасăр иртни пирки экспертсем те каласа панă. Суйлав участокĕсенче иртен пуçласа каçченех РФ Президенчĕ çумĕнчи Граждан обществипе этем правине аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен канашăн членĕсем пулнă. Вĕсем суйлав лару-тăруне лайăх курса тăнă. Сăмах май, Радий Хабиров хăй штабĕн (унта пурĕ сакăр çын пулнă) ĕçне хутшăнман, ларăва та пĕр хутчен çеç килнĕ. Унта та темиçе сĕнÿ панă хыççăнах республика тăрăх черетлĕ ĕçлĕ çул çÿреве тухса кайнă.

Малалла мĕнле пулать?

Саккун тăрăх, халăх суйланă регион пуçлăхĕ инаугураци вăхăтĕнче халăх тата Раççей Федераципе Пушкăртстан Республикин Конституцийĕсем умĕнче икĕ чĕлхепе тупа тунă хыççăнах хăйĕн çĕнĕ тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать. Асăннă церемони сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртĕ. Çĕнĕ президент чаплă мешехе вăхăтĕнчех маларах палăртнă премьер-министрпа тата правительствăн çĕнĕ тытăмĕпе паллаштарĕ.

- Правительство малтанхи йышпах ĕçлĕ. Манăн вĕсене сăнаса хак пама май пулчĕ: асăннă команда шанса панă тивĕçсене пурнăçлама пултарать. Чи пысăк интрига - 11 уйăх хушшинче эпĕ кирлĕ пек ĕçлеме пултаратăп е çуккине, халăх мана шаннипе шанманнине тĕрĕслени - пулчĕ. Чи малтан суйлавçăсене йĕркелĕхпе яваплăхшăн тав тăвасшăн. Халăх мĕн чухлĕ килнипе эпĕ питĕ кăмăллă, - тенĕ Радий Хабиров.

Регион ертÿçи хăйĕн чи малтанхи указĕсенчен пĕри республикăна пилĕк çул малалла (2024 çулччен) аталантарассипе çыхăннине пĕлтернĕ. Вăл «май указĕсем» евĕр пулĕ. Анчах кунта çынсене ăнланмалларах цифрăсем – ăçта мĕн чухлĕ шкул, больница, спорт тата культура объекчĕсем уçасси, ĕç укçи мĕн чухлĕ пуласси - пулĕç.

Çĕнĕ пуçлăхран мĕн кĕтеççĕ?

- Пушкăртстанăн çĕнĕ ертÿçи килнĕ хыççăн республика ура çине çирĕп тăрасса шанатăп. Çирĕп тесех калатăп. Юлашки вăхăтра Пушкăртстан çыннисем çак сăмахшăн тунсăхласа çитрĕç. Мĕншĕн тесен тĕрлĕ пăтрашу, шавлă, анчах вĕçне çитермен, çур çулта манăçа тухнă йышăнусем сахал мар пулчĕç. Çирĕплĕхпе шайлăх (стабильлĕх) – чи кирлĕ япала. Çынсене пурăнма çăмăлрах пултăр тесе пирĕн пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă ĕçлес пулать, - тенĕ Раççей Общество палатин членĕ Ростислав Мурзагулов.

Раççейĕпе тата тĕнчипе паллă урбанист, М.В. Ломоносов ячĕллĕ МГУ университечĕн вĕрентÿпе наука лабораторийĕн ертÿçи Сергей Капков Пушкăртстан юлашки вăхăтра палăрмалла чĕрĕлнине, вăй илнине, федераллă шая таврăннине пĕлтернĕ.

- Сирĕн патра форумсемпе фестивальсем нумай иртеççĕ. Вĕсем интереслĕ тата паянхи саманашăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çĕршывăн тĕп хулинчи майлах. Тирпей-илем кĕртни – пĕр плиткăна тепĕр плиткăпа улăштарни мар, ертсе пырас ĕçе çĕнĕ йышăнусем кĕртни, республика приоритетне улăштарни. Республика аталанăвĕн чи кирлĕ ыйтăвĕсене улăштарни уйрăмах савăнтарать, - тенĕ вăл.

ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: