Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
11 Сентябрӗн 2019, 09:31

Владимир Путин Раççей Перекет банкĕн правленийĕн председателĕпе Герман Грефпа тĕл пулнă

Герман Греф Патшалăх пуçлăхне Перекет банкĕн кăçалхи ĕç-хĕлĕ çинчен тата банк вĕрентÿ тата технологи инновацийĕсен сферинче пурнăçлакан проектсем çинчен каласа панă.

Перекет банкĕ шыв илнине пула инкек курнă регионсенче, тĕпрен илсен Иркутск облаçĕнче, мĕнле ĕç илсе пыни çинчен уйрăм калаçнă. Герман Греф инкек курнă вырăнсенче сентябрĕн 3-мĕшĕнче хăй пулса курнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне банк 163 млн. тенкĕлех 535 кредита реструктуризацилеме йышăннă. Перекет банкĕн пуçлăхĕ Президента çухатнă банк карттисене улăштарассипе, инкек курнисене страховка тÿлессипе ĕçлесси çинчен тата банк шутĕнчен Тулун больницин инфекци уйрăмне тăвасси çинчен пĕлтернĕ.

#ВладимирПутин
Читайте нас: