Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
12 Сентябрӗн 2019, 08:44

ПУТИН УКАЗĔПЕ ПУШКĂРТСТАНРИ СЛЕДСТВИ УПРАВЛЕНИНЕ ДЕНИС ЧЕРНЯТЬЕВ ЕРТСЕ ПЫРĔ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекенсене ĕçрен хăтарассипе, çĕннисене йышăнассипе çыхăннă Указа алă пуснă.

Тĕрлĕ информаци çăлкуçĕ пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри следстви управленине Денис Чернятьев ертсе пырĕ. Ку таранччен вăл РФ Следстви комитечĕн Челябинск облаçĕнчи уйрăмĕн ертÿçи пулнă.

Денис Чернятьев 1974 çулта çуралнă. 1996 çулта Урал патшалăх юридици академинчен вĕренсе тухнă. 1996 çулта Тюмень облаçĕнчи прокуратура тытăмĕнче служба иртнĕ. 2007 çулхи сентябрь уйăхĕнчен РФ Следстви комитечĕн Тюмень облаçĕнчи следстви управленийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. РФ Президенчĕн 11.06.2011 çулхи указĕпе РФ Следстви комитечĕн Курган облаçĕнчи уйрăмне, 02.12.2013 çулхи указĕпе килĕшÿллĕн РФ Следстви комитечĕн Челябинск облаçĕнчи уйрăмне ертсе пыма пуçланă.

#ВладимирПутин
Читайте нас: