Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Сентябрӗн 2019, 08:58

ПУТИН ТУРИЗМА ПУЛĂШМА СĂМАХ ПАНА

Владимир Путин Президент Раççей туризм отрасльне малалла хастар аталантарма, патшалăх çак енĕпе пулăшу пама шантарнă.

Çакăн çинчен вăл «Раççей пуласлăхĕ. Наци проекчĕсем» порталăн сайтенчи пĕлтерÿре пĕлтернĕ.

— Раççейĕн туризм потенциалĕ пите пысăк. Пирĕн регионсенчи çутçанталăк илемĕ çинчен, культура тĕрлĕлĕхĕ çинчен пурте пĕлеççĕ. Пирĕншен туризмран пыракан социаллă экономика тупăшне темиçе хут вăйлатни пĕлтерешлĕ, — тенĕ вăл тата юлашки 5 çул тăршшĕнче пирĕн патра 125 млн ытла ют çĕршыв турисчĕсем пулса курнине пĕлтернĕ.

— Çакă — туризм индустрине аталантарассипе çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ, — пĕтĕмлетнĕ Путин.

Туристсене илĕртни 2024 çулччен пурнăçа кĕртмелли «Пĕтĕм тĕнче кооперацийĕ тата экспорчĕ» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе тÿр килет.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

#Владимир Путин
Читайте нас: