Çутă çул
+20 °С
Ясно
Общество
13 Сентября 2019, 17:19

Вăрмансен санитари хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн вăрман ресурсĕсене упрас тата пысăклатас тĕллевпе районта сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен вăрман фончĕн çĕресенче тата юнашар территорисенче санитари хăрушсăрлăхĕн уйăхлахĕ иртет.

Уйăхлах йĕркипе вăрмансенчи çÿп-çапа тасатассипе акцисем йĕркелеççĕ, вĕсене ĕç коллективĕсем, ял халăхĕ, çамрăксем, вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче районта «Ешĕл Пушкăртстан» республика акцийĕ иртет. Ял тăрах пуçлăхĕсем Пелепей лесхозĕпе мĕнпур йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса параççĕ.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас