Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Сентябрӗн 2019, 09:05

Паян Владимир Путин Турцинче пулать

Паян, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, Владимир Путин Турци Республикине ĕçлĕ тĕлпулура пулать, унта вăл Сирири лару-тăрава йĕркене кĕртмелли процеса хутшăнакан Астана гаранчĕсен — Патшалăх пуçлăхĕсен виçĕ енлĕ Пиллĕкмĕш тĕлпулăвне хутшăнать.

Турци Президенчĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа тата Иран Президенчĕпе Хасан Руханипе пынă калаçура Сири Арап Республикинчи лару-тăрăва вăрах вăхăтлăха йĕркене кĕртессипе малашнехи ĕç-хĕле пăхса тухаççĕ. Идлибра тата Сирин çурçĕр-хĕвелтухăç енчи терроризм хăрушсăрлăхне тĕппипе пĕтерес, политика процесне илсе пырас, чи малтан Конституци комитетне йĕркелесе ярас енĕпе, гуманитари проблемине, çав шутра беженецсене таврăнма пулăшас ыйтусене сÿтсе явма планлаççĕ.

Кунсăр пуçне Раççей Патшалăхĕн Пуçлăхĕ Турци тата Иран ертÿçисемпе икĕ енлĕ тĕлпулусем ирттерет.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

#Владимир Путин
Читайте нас: