Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Сентябрӗн 2019, 09:20

Путин министрсен кабинетне Иркутск таврашĕнче çурт-йĕре çĕнетме каякан расхутсене бюджета кĕртме хушнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Правительствине 2020 çулхи тата 2021—2022 çулсенчи тапхăрăн федераллĕ бюджетне Иркутск облаçĕнче шыв илнине пула инкек курнă çурт-йĕре тата инфратытăма çĕнĕрен тума каякан укçа-тенкĕ кĕртсе хăварма хушнă. Патшалăх Пуçлăхĕ сентябрĕн 2-мĕшĕнче çак регионта пулса курнă хыççăн çакнашкал хушу панă, пĕлтереççĕ ТАСС сайтĕнче.

— 2020 çулхи тата 2021—2022 çулсенчи тапхарăн федераллĕ бюджет проектне тунă чухне Иркутск облаçĕнче шыв илнине пула инкек курнă çурт-йĕре, çыхăну объекчĕсене, социаллă, коммуналлă, энергетика тата транспорт инфратытăмĕсене, гидротехника сооруженийĕсене, административлă çуртсене çĕнетме каякан мероприятисене пурнăçа кĕртме хушма бюждет укçи-тенкине пăхса хăвармалла, — тенĕ хушусен шутĕнче.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

Сергей Бобылев/ТАСС сăнÿкерчĕкĕ.

#Владимир Путин
Читайте нас: