Çутă çул
+13 °С
Облачно
Общество
16 Сентября 2019, 10:55

Юпа уйăхĕ мĕнле пулать?

World-Weather малтанхи прогнозĕ тăрăх, кĕркуннен иккĕмĕш уйăхĕ — юпа — пĕлĕтлĕ те çумăрлă пулмалла.

Кăнтăрла сывлăш температури вăтамран 9—10 градус таранччен пулать, каçсерен 4—5 градус таран çеç. 20-мĕш число хыççăн палăрмаллах сивĕтет: кăнтăрла термометр столбикĕ 4-ран ытлашши хăпармасть, çĕрлесерен икĕ градус сивĕ пулать. Малтанхи юр уйăх вĕçĕнче — октябрĕн 29-мĕшĕнче кăтартать, пĕлтереççĕ синоптиксем.
Читайте нас