Патшалăх Пуçлăхĕсем политика процесне илсе пырассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, сирисем ăна ООН пулăшнипе илсе пыраççĕ, çавăн пекех Сирин Конституци комитетне йĕркелесе пĕтернине тата вăл ĕçлеме пуçланине, гуманитари лару-тăрăвне, беженецсене пулăшу панине тата çĕршывăн инфратытăмне çĕнĕрен тунине сÿтсе явнă.