Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Сентябрӗн 2019, 09:46

Владимир Путин МЧСра Инçет Хĕвелтухăçĕнчи шыв илнĕ хыççăнхи палăрăмсене пĕтерессине сÿтсе явать

Раççей Президенчĕ Владимир Путин МЧСра Инçет Хĕвелтухăçĕнчи шыв илнĕ хыççăнхи палăрăмсене пĕтерессине паян Мускавра сÿтсе явать.

Çакăн çинчен Кремль пресс-служби пĕлтерет.

Патшалăх пуçлăхĕ Раççей МЧС Кризис центрĕнче пулать. Унта вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнчи шыв илнĕ хыççăнхи палăрăмсене пĕтерес ыйтусемпе канашлу ирттерет, — тесе пĕлтернĕ.

2019 çулхи июль—августра вăйлă çумăрсене пула Амур тата Еврей автономи облаçĕсенче, Приморье тата Хабаровск крайĕсенче тавралăха шыв илнĕ. Халăх пурăнакан 100 ытла вырăнсем шыв айне пулнă, пиншер çын тухăçне çухатнă тата вĕсен çурчĕсем шыва путнă.


Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.


#Владимир Путин
Читайте нас: