2019 çулта чи пĕчĕк ĕç укçин виçи пурăнма кирлĕ минимумпа танлашнă — 11280 тенкĕ пулса тăнă. Пушкăртстанра Урал коэффициентне шута илсен — 12972 тенкĕ. Ĕç паракансем ĕç укçин виçине чи пĕчĕк ĕç укçин федераллĕ шайĕнчен пĕчĕкрех палăртма пултараймаççĕ, аса илтереççĕ Пушкăрт Патшалăх ĕç инспекцийĕнче. Çак правило бюджет тата коммерци организацийĕсемшĕн пĕрешкел.
— Сахалрах ĕç укçи илекенсем, пирĕн пата пулăшу тата правăсене хÿтелеме килер, — сĕнет Патшалăх ĕç инспекцийĕн право надзорĕн пайĕн начальникĕ Гульнара Ишмухаметова. — Çакнашкал самантсем сахалланса пыраççĕ. Ĕç паракансем закон норми çинчен аван пĕлеççĕ тата ăна пурнăçлама тăрăшаççĕ, анчах пурнăçра пурпĕр тавлашуллă самантсем пулаççех. Хушма ĕç, çĕрле, канмалли тата ĕçлемелли мар уяв кунĕсенче ĕçленĕшĕн тÿлев çирĕплетнĕ чи пĕчĕк ĕç укçи шутне кĕмелле мар.
Чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 13 % тупăшран илекен налук кĕнине те манмалла мар.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.