Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Сентябрӗн 2019, 08:50

Путин: Раççейпе Израиль хушшинчи çыхăну чи çÿллĕ шайра

Раççейпе Израиль хушшинчи çыхăну чи çÿллĕ шая çитнĕ. Çакăн çинчен РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕнер, ытларикун, Израильти «Керен ха-Йесод» ыркамăллăх фончĕн конгресĕнче пĕлтернĕ.

www.kremlin.ru сайтенчен илнĕ сăнÿкерчĕк
www.kremlin.ru сайтенчен илнĕ сăнÿкерчĕк
Ун сăмахĕсем тăрăх РФ Израильпе юлташла, нумай енлĕ тата пĕр-пĕриншĕн тупăшлă çыхăну йĕркелеме тăрăшать. Хальхи пек шайри çыхăну нихăçан та пулманнине те палăртса хăварнă, енчен те Израиль Патшалăхĕ йĕркеленнĕ хыççăн малтанхи икĕ çула шута илмесен. Путин Израиль премьер-министрĕпе Беньямин Нетаньяхупа куллен тĕлпулусем ирттерни çинчен аса илтернĕ. Çакнашкал юлашки тĕлпулу иртнĕ эрнере Сочинче пулнă. Путин Нетаньяхупа час-часах телефонпа калаçни, пĕтĕм тĕнче тата регион ыйтăвĕсене ĕçлĕ йĕркепе сÿтсе явни çинче тимлĕхне çивĕчлетнĕ.

Израиль тата ЕАЭС хушшинчи ирĕклĕ суту-илÿ зони çинчен килĕшĕве хатĕрлесси вĕçленсе килнине те палăртна Раççей лидерĕ. 2020 çулхи январьте Путин Израиле кайма тата Иерусалимра Ленинград блокадинче инкек курнисене асăнса лартнă мемориала уçма планлать. Вăл антисемитизм тата ксенофоби ÿснине чарса хумаллине тата Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсене урăхлатса кăтартассине чармаллине палăртса хăварнă. Вăл Израиль ертÿçисене 2020 çулта Çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине палăртнă çĕре Мускава чĕннине хушса хăварнă.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

#ВладимирПутин
Читайте нас: