Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Сентябрӗн 2019, 08:26

Путин Сауд Аравине С-300 тата С-400 туянма сĕннĕ

Раççей Патшалăхĕн Пуçлăхĕ Иранпа Турцине тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă, вĕсем маларах Раççейрен зенитпа ракета комплексĕсем туяннă. Раççей Сауд Аравине хăйсен патшалăхне хÿтĕлеме пулăшма пултарать, енчен те вĕсен ертÿçисем Раççей хĕç-пăшалне туянма йышăнсан. Çакăн çинчен Владимир Путин пĕлтернĕ.

— «Хăĕн йăхне, хайĕн çĕршывне хÿтĕлеме пулăшма эпир Сауд Аравине тивĕçлĕ пулăшу пама хатĕр, çĕршывăн политика ертÿçисен патшалăх решенийĕ кăна йышăнмалла, — тенĕ Путин.

Вăл С-300 туяннă Иран влаçĕсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă, Турци те Раççейпе С-400 туянма контракт тунă, халĕ çарпа техника сферинче çĕнĕ калаçусем илсе пырать.

— Вĕсем Сауд Аравин кирек хăш инфратытăм объектне те шанчăклă хÿтĕлĕç, — ТАСС Путинăн сăмахĕсене илсе кăтартать.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.

#ВладимирПутин
Читайте нас: