Мероприятие хутшăннисенчен пĕри Патшалăх Пуçлăхне час-часах стартапсем ăнăçсăр вĕçленни çинчен каланă. «Ăнăçсăрлăх хыççăн ăнăçсăрлăх пĕрмай пулмасть. Манăн хамăн та пурнăçра тĕрлĕрен лару-тăру пулнă, ăнăçсăр самантсенче те юлашкинчен тĕрĕс решенисем йышăнни пулнă, пĕр е тепĕр пуçарăва ырлани çĕршывшăн лайăх вĕçленнĕ самантсем пулнă», — тенĕ Президент.
Стартапсене финаслассине анлăлатасси пирки каласа Путин çак темăна сÿтсе явмалла тесе шутлать, çапах та ыйту юлашкинчен пĕрешкел вĕçленет — эпир мĕнле калăпăшпа теветкеллĕхе хаклатпăр тата тупашсăр тесе мĕн чухлĕ пăрахăçлама хатĕр. Патшалăх Пуçлăхĕ çак сферăра пĕтеĕм тĕнче практикине шута илмелли çинче чарăнса тăнă, «кустăрма çĕнĕрен шухăшласа кăларма» кирлĕ мар, тесе пĕлтернĕ.
Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.