Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Сентябрӗн 2019, 19:13

21 ача ÿстерекен çемье Аталçи федераллĕ округра малтисен шутне кĕнĕ

Виççĕшĕ хăйсен, иккĕшне усрава илнĕ, 16 ачине çемьене илнĕ — çакăн пек Валиевсен-Вервельскисен çемйи пурăнать Пушкăртстанри Благовещенск хулинче.

Ирина Александровнапа Вахид Равилович ачисемпе пĕрле «Успешная семья Приволжья» конкурсра малти вырăн йышăннă, «Семейное дело» номинацинче парне илнĕ.

— Эпир ачасене тăван тата тăван мар тесе уйăрмастпăр, — каласа парать Ирина Вервельская. — Ашшĕ-амăш тăрăшулăхне тата юратнине туйсан, ачасем телейлĕ. Ачисем юратнине, тимлĕхне, ăнланнине туйсан ашшĕ-амăшĕ те телейлĕ.

Саранск хулинче иртнĕ конкурса «Вернуть детство» фестиваль вĕçленĕ.

«Башинформ» материалĕсем тăрăх Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: