Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
23 Сентябрӗн 2019, 18:51

Хабиров Пушкăртстанăн аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен Указа алă пуснă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăна 2014 çулччен социаллă экономика аталанăвĕн стратегилле çул-йĕрĕ çинчен Указа алă пуснă.

Унăн тĕллевĕ — регион-лидерсен шутне кĕресси, пĕлтерет регион Пуçлăхĕн пресс-служби.

— Документа Пушкăртстанра пурăнакан кашни çыннăн тăнăç пурнăçĕ валли условисем туса пама, çын хăйĕн вăй-халне туллин пурнăçа кĕртме пултартăр тесе, наци пуянлăхне ÿстерме, регион конкурентлăхне чи çÿллĕ шая çитерме алă пуснă, — тенĕ пĕлтерÿре. — Указпа килĕшÿллĕн, Пушкăртстан Правительстви 2024 çулччен республикăра куллен пурăнакансен шутне 4 миллион та 100 пин таран çитерме условисем тумалла, регионри пĕтĕмĕшле туса кăларакан продукцие 2 триллион тенкĕ таран çитермелле, налук тата налук мар тупăшсем кашни çул 10 процент нумайрах пулмалла.

— Указа алă пуснă. Ман шутпа, правительство ăна тĕплен ĕçлесе хатĕрленĕ. Тĕллевсем пысăк. Çапах та эпир мĕн те пулин çĕнсе илес тетпĕр пулсан, ялан çÿллĕ плангка лартмалла, — тенĕ Хабиров оперативлă канашлура.

«Башинформ» материалĕсем тăрăх Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: