Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
23 Сентябрӗн 2019, 09:02

Путин «Сириус» центрта пулнине пĕтĕмлетсе хушусем панă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи августăн 6-мĕшĕнче «Сириус» вĕрентÿ центрĕнче пулса курнă хыççăн чылай хушусем панă, пĕлтерет ТАСС.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи августан 6-мĕшенче «Сириус» вĕрентÿ центрĕнче пулса курнă хыççăн чылай хушусем панă, пĕлтерет ТАСС.

Патшалăх Пуçлăхĕ ноябрĕн 30-мĕшĕччен уйрăм пултарулăх кăтартнă тата «Сириус» вĕрентÿ центрне спорт тата физкультура специалисчĕсем хатĕрлекен программăсемпе вĕренме кĕнĕ çынсене грантсем парасси çинчен указ ĕçлесе хатĕрлеме хушнă. Тивĕçлĕ хушăва Кремль сайтĕнче пичетленĕ.

Правительствăна талантлă ачасемпе çамрăксене тупассипе, вĕсене пулăшассипе, аталантарассипе ĕçлекен центрсем йĕркелессипе эксперт тата наукăпа методика енчен пулăшма «Талант и успех» вĕрентÿ фондне хушма сĕннĕ, укçа-тенкĕ расхучĕсене те пăхса хăвармалла. Октябрь вĕçлениччен правительствăн пĕтĕм Раççей, пĕтĕм тĕнче творчество конкурсĕсенче, физкультура тата спорт мероприятийĕсенче çĕнтернисене тата малти вырăнсем йышăннисене тĕп професси вĕрентÿ программисемпе вĕренме экзаменсемсĕр йышăнма сĕнÿсем тăратмалла. Вĕрентÿ тата Культура министерствисене, Сочи хулин администрацине уйрăм хушусем панă.

#Владимир Путин

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: