«Хисеплĕ Радий Хабиров! Пишпÿлек районĕнчи Кандрауль ялĕнче пурăнакансен ятĕнчен çулсене тата кĕпере юсама тархасласа ыйтатпăр. Кĕперĕ тахçанах ишĕлнĕ, çулĕсем те начар — шкул автобусĕ яла кĕреймест. 2019 çулхи апрельте кĕпере пăхрĕç, анчах юсав ĕçĕсем пулмарĕç. Часах ачасем шкула çÿреме пуçлаççĕ, каллех автобуспа проблема пулать.